Инкекĕ ан пултăр
Районта хĕрÿ тапхăр - вырма пырать. Ялхуçалăх предприятийĕсенче хăрушсăрлăх техникин йĕркине пăхăнаççĕ-и?
Çак тĕллевпе патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи А.Соловьев хуçалăхсене куллен тухса çÿрет, уй-хирти кĕрхи ĕçсене хутшăнакан техника юсавлăхне тĕрĕслет.
Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра комбайнсем яланах тимлĕхре пулмалла. Вĕсем çинче 2 огнетушительтен кая мар, çавăн пекех 40 литр шыв, хăйăр кирлĕ. 2 тимĕр, пĕр йывăç кĕреçесем, шăпăр е швабра та хăрушлăхра пăсăк пулмĕ. Вут-çулăм сиксе тухсан ăна сÿнтерме кĕççе кашма та пулăшу парĕ. Çак хатĕрсем пулсан, пушар, техника хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсан, кашни хуçалăхрах вырма ăнăçлă иртессе шанма пулать.
«Эмметево» сахал яваплă обществăра вырмана 3 комбайн хутшăнать. Кунта пурĕ 1100 гектар çинчен тĕш тырă пухса кĕртмелле. Комбайнерсем ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Çавăнпа ĕçĕ те кал-кал пырать. В.Захаров, В.Орлов, О.Лапшин комбайнерсем техникăна юсавлă тытассине тимлеççĕ.
«Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕнче те, Таяпа Энтринчи А.Петров хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче те вырма ăнăçлă пырать.
А.СОЛОВЬЕВ, патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.
А.КАРЛИН.
А.КАРЛИН сăнÿкерчĕкĕнче: Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи А.Соловьев /сулахайра/ «Эмметево» ОООри комбайнерсемпе тĕрĕслев ирттерет.