Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тăвай тăрăхĕнче «Трактор» профилактика операцийĕ иртет

Тăвай тăрăхĕнче «Трактор» профилактика операцийĕ иртет

2016 çулхи августăн 1-31-мĕшĕсенче "Трактор" профилактика операцийĕ пыни çинчен район хаçатне вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче районти надзорпа профилактика ĕçĕсен начальникĕ - тĕп патшалăх инспекторĕ Владимир Михайлов тата Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ Александр Семенов аслă патшалăх инспекторĕ "Дружба" ял хуçалăх производство кооперативĕн çурхи тĕш тырă культурисене пухса кĕртекен уйра тата хуçалăх йĕтемĕнче пулнă, пĕрлехи рейд ирттернĕ. Владимир Михайлов тĕш тырă комбайнĕсен пушар сỹнтермелли пуçламăш хатĕрсем пуррине, механизаторсем тыр-пул пухса кĕртес ĕçри пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕлнине тĕрĕсленĕ, вĕсемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ, памяткăсем валеçсе панă. Александр Семенов механизаторсен удостоверенисем, пĕрле çỹремелли документсем пуррине тата уйра ĕçлекен техника юсавлăхне тишкернĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен фермер хуçалăхĕсен ертỹçисен, пĕрлех ĕçлекенсен те пушар хăрушсăрлăхĕн, техника юсавлăхĕн ыйтăвĕсене пысăк тимлĕхре тытни кирлĕ. Ĕçлекенсемпе хушма инструктажсем, ăнлантару ĕçĕсем ирттерсех тăмалла. Выльăх апачĕ упранакан, вырма техники ĕçлекен вырăнсенче, йĕтемсенче пушар сỹнтермелли пирвайхи хатĕрсем, шыв тата ытти те ал айĕнче пулмалла.

А.СЕМЕНОВ, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ



11 августа 2016
10:16
Поделиться
;