Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тĕрĕслев пырать

Район территорийĕнче январĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен "Снегоход" операци пынине хаçат страницисенче пĕлтернĕччĕ. Çавна май уйăхлăх вăхăтĕнче патшалăх техника надзор уйрăмĕн тата районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем снегоходсене тата мотохатĕрсене тĕрĕслес, вĕсем йĕркене пăснине тупса палăртас тĕллевпе рейд йĕркелеççĕ. Нумайăшĕ юр çунасемпе çăмăллăнах çула тухма тата çỹреме пулать тесе шутлать. Вĕсем йăнăшаççĕ. Юр çунасемпе çула тухма "А-1" категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ пулмалла. Техникăна кашни çулах тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Февралĕн 11-мĕшĕ тĕлне районти 3 снегохода тата юр çийĕн çỹрекен 7 мотохатĕре тĕрĕсленĕ. Вĕсем пурте йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ, çитменлĕхсене тупса палăртман.

С.КОКАРЕВ,

патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ. 

Источник: "Каçал Ен"



21 февраля 2017
16:29
Поделиться