Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тăрăшуллисем юнашарах

Агропропромышленность комплексĕнче ĕçлекен предприятисен, пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе аталанăвĕнче ял хуçалăх техники тĕп вырăн йышăнать. Апла пулсан çĕнĕ техника туяннипе пĕрлех хресченĕн ăна упрасси çине те тимлĕ пăхмалла. Чÿк уйăхне кĕнĕ май ыран уяр та ăшă  пуласса шанни паян кăлăхах. Çакна ăнланакансен ĕçне курсан районти агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсем малашлăха çирĕппĕн пăхнине асăрхатăн. Çак ырă пулăм малашне вăй илсе пырасса паян эпир шанатпăр.

Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕслес ыйтупа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин Патшалăх техника надзор инспекцийĕн ертÿçи С. Вязовский (сăн ÿкерчĕкре сылтăмран 2-мĕшĕ) пулчĕ. Малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçипе А. Мироновпа тĕл пулчĕ. Андрей Анатольевич кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçленĕ май хуçалăхсем, тĕпрен илсен, хирте ĕçленĕ техникăна хĕллехи управа лартассипе ĕçленине, ăна пăхса тăрассипе районта ятарлă комисси йĕркеленине тата комисси ĕçе пуçăннине  палăртрĕ.

С. Вязовский республикăри ял хуçалăх техникин - тракторсен, "хир карапĕсен", выльăх апачĕ янтăламалли комбайнсен - вăтам ÿсĕмĕпе паллаштарчĕ. Кашни ушкăрах виçĕ çултан кĕçĕнрех техника хатĕрĕсем 5 - 7 процент çеç йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах 10 çултан ытларах усă курнă техника - 53 - 65 процент таран. Çакăн пек лару-тăрура ял хуçалăх ĕçĕсенче усă куракан техникăна техосмотр тăратмасăр ĕçе кăлармалла мар. Патшалăх инспекторĕсем хăйсен ĕçне çак тĕллевпе йĕркелесе пыраççĕ те. Анчах кунта, Сергей Юрьевич каланă тăрăх, механизаторсен вăтам ÿсĕмĕ ватăлса пыни те ыйтусем çуратать. Пĕтĕмĕшле йышра 30 çулчченхи механизаторсем 17 процент кăна.

Чăваш Республикин Патшалăх техника надзор инспекцийĕн ертÿçи С. Вязовский Муркаш районĕнче ял хуçалăх ĕçне явăçтаракан техникăна ĕçе тухиччен техосмотр тăратасси кăçал 13 процент ÿснине палăртрĕ. Çак тимлĕх паян техникăна управа лартас ĕçре те палăрасса шантарчĕ. 

Шанни ума килчĕ. Сергей Юрьевич Элĕк тата Етĕрне районĕсен техникăна пăхса тăракан инспекторĕсемпе К. Майоровпа, А. Ивановпа пирĕн районти техника надзор инспекцийĕн ĕçĕпе паллашма уйрăм хуçалăхсене  çитрĕç. Тĕрĕслев серепине Суворов яч. хис. тата Е. Андреев яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем лекрĕç. Телее, кашнийĕнчех техникăна нумай вăхăта управа лартассипе яваплăха туйса ĕçлени курăнчĕ. Икĕ хуçалăхра та вĕсене асфальт сарнă, çивиттиллĕ вырăнсене технологие пăхăнса вырнаçтарнă. Кунпа пĕрлех Анаткассинче те, Муркашра та техникăна юсас ĕçе кÿлĕннĕ.

- Хĕл сиввисем пуçланиччен юсав ĕçĕсене пурнăçлама ансатрах. Çакна шута хурса ĕçлетпĕр паян. Кунпа пĕрлех сивĕре ĕçлеме меллĕ пултăр тесе ăшă мастерской хута ярасси кун йĕркинче тăрать. Пĕрлехи тăрăшулăхпа вăл та нумая тăсăлмĕ, - терĕ кивĕ техникăна юсаса тата управра лайăх тытса унăн ĕмĕрне тăсасси пирки пĕлтерсе Суворов яч. хис. хуçалăхăн инженерĕ И. Васильев. Кооператив ертÿçи А. Воробьев хуçалăхри механизаторсемпе юсавçăсем хăйсен пуçарулăхĕпе ăсталанă агрегатсем те шанчăклă хĕл каçса çитес çул тухăçлă ĕçлессе  шанать.

Е. Андреев яч. хис. хуçалăх юлашки çулсенче техникăна управа лартассипе ырă енчен çеç палăрать. Кăçал та кунта тилхепене пушатман. Кун пирки хăнасене кооператив ертÿçи В. Семенов, А. Смирнов инженер, В. Морозов агроном каласа пачĕç.  Вĕсен сăмахне управра ГОСТпа килĕшÿллĕн питĕ типтерлĕ ларакан ял хуçалăх техники те çирĕплетрĕ. Ăна тин çеç заводран илсе килнĕ тейĕн. Кĕрхи çумăрсемпе хĕлĕн юр пĕрчийĕсем те вĕсемшĕн халĕ хăрушă мар.

- Ку хуçалăхсенче çуркуннерен кĕркуннеччен уй-хир ĕçĕсене явăçнă ял хуçалăх техникине пĕтĕмпех ГОСТпа килĕшÿллĕн хĕллехи управа лартса пĕтернипе килĕшетĕп. Вĕсем çĕнĕ условисенче те аталану çулĕпе пыни савăнтарать. Ĕçлекен çын малаллах пăхать, пурнăçпа тан пыма çĕнĕлĕхсене алла илнипе пĕрлех перекетлĕх пирки те манмасть. Çапла пулмалла та, - терĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе Сергей Юрьевич.

Тăрăшуллисем юнашарах пулнине пĕлсе вĕсен ĕçĕпе ыттисем те çывăх паллашсан тем пекехчĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

А. БЕЛОВ.

Источник: «Çěнтерÿ ялавě»

 



10 ноября 2017
12:56
Поделиться