Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Паянах ĕçе пуçăнма хатĕр

Çурхи ака-суха ĕçĕсене юсавлă техникăпа çеç пахалăхлă пурнăçлама пулать. Çакна ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем те, механизаторсем те питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавна май пур çĕрте те юсав ĕçĕсем пыраççĕ, патшалăх техника надзорĕн специалисчĕсем комиссисемпе çула тухаççĕ.

Районта техника тĕрĕслевне çирĕп тата вăхăтра йĕркелесси яланах йăлара пулнă. Специалистсем нумай хуçалăхри техникăна тĕрĕслеме те ĕлкĕрнĕ. Эрнекун, апрелĕн 6-мĕшĕнче, вĕсем "Дружба" ЯХПК тата "Сюрбеево" ООО тракторĕсемпе прицепĕсем тата ĕçченĕсем ĕçе хатĕр пулнине тĕрĕслерĕç.

Патшалăх техника надзорĕн Тăвай районĕнчи тĕп инспекторĕ Александр Семенов, райадминистрацин ял хуçалăхпа экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов техника хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ май, пысăк кăлтăксемех асăрхамарĕç пулин те, ĕçе вĕçне çитермен тĕслĕхсене асăрхарĕç. Палăртнă çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме сĕнчĕç. Тĕрĕслев комиссийĕн тĕллевĕ - техника юсавлăхне тĕрĕслесси çеç мар, водительсемпе механизаторсен яваплăхне ỹстересси те. Юсавлă техника хăрушлăх та кăларса тăратмĕ, ĕç тухăçлăхне те ỹстерме пулăшĕ.

Хуçалăх ертỹçи Ремис Мансуров пĕлтернĕ тăрăх, ĕçченсем тракторсене акана тухма юсаса хатĕрленĕ, унпа пĕрлех вĕсене сăрласа çĕнетнĕ, кирлĕ документсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ. Хуçалăхра тăрăшуллă та маттур ĕçченсем пурри тỹрех сисĕнет. Вĕсем техника тĕрĕслевне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Аслăрах çулхисем çамрăксене вĕрентсе, хăнăхтарса пыраççĕ.

- Ĕçченсем - тăван колхозра чылай çул тăрăшакансем. Нумайăшĕ пенси çулне çывхарать пулин те, юратнă ĕçе пăрахма шутламасть-ха. Вĕсемпе ĕçлеме те шанчăклăрах. Апла пулин те çамрăксене те ĕçе илме хатĕр эпир, - терĕ Ремис Мансурович.

"Дружба" кооперативра тата "Сюрбеево" ООО-ра тăрăшакансем çуракине вăхăтра ирттерес тĕллевпе пурăнаççĕ. Кăçал вара ĕç планĕсем те пысăк. Вĕсем 70 гектар çĕрулми, 90 гектар кукуруза, 1419 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 200 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 20 гектар пахча çимĕç лартма-акма палăртнă. Ĕçе вăхăтра пурнăçласассăн кĕркунне тухăçпа савăнма пулатех.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"



11 апреля 2018
09:46
Поделиться