Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тĕп вырăнта çав-çавах ĕç çынни

Хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе Чăваш сурăмсем ĕçлеме ÿркенменнине икĕ теçетке çул каяллах çирĕплетсе пачĕç ĕнтĕ. Ертÿçĕ ĕçе тивĕçлипе йĕркелеме пултарнăран, специалистсемпе ытти ĕçченсем кашниех яваплăха туйса вăй хунăран республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрчĕç. Паян «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн çĕр лаптăкĕ 3088 гектарпа танлашать, вăл шутран 2717 гектарĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем. Асăннă лаптăкран 2364 гектарĕ çинче çулсеренех ака-суха ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Сурăмсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе унран тупăш илессипе ĕçлеççĕ, ăратлă ĕне выльăх тытаççĕ ял хуçалăх предприятийĕнче. Ĕне выльăх шутне вара çулсеренех ÿстерсе пыраççĕ, халĕ унта мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 1620 пуçпа танлашать. Ĕçри ÿсĕмĕсене кура ĕнтĕ «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ çулсеренех республикăри чи лайăх 100 ял хуçалăх предприятийĕсен йышне лекет, «Агро-100» клуб шутне кĕрет.

Ĕçе тухăçлă йĕркелесси çине вара машинăпа трактор паркне çĕнетсе пыни те витĕм кÿрет. Паянхи куна асăннă ял хуçалăх предприятийĕнче тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем тата прицепсем 58 единица шутланаççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче Чăваш сурăмсем хăйсен вăйĕпе Беларус - 1523 «хурçă утсене» виççĕ единица туяннă. Кунпа пĕрлех парк тата Беларус - 82.1 икĕ тракторпа пуянланнă. JAGUAR-850  тымар çимĕçсене пуçтармалли, ACROS-585 тыр-пула çапса тĕшĕлекен комбайнсене илнĕ. 2021 çулта тĕрлĕ йышши техника туянма кăна 18 млн тенкĕ ытла тăкакланă.

Çав-çавах асăннă ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç çынни тĕп вырăнта. Вĕсене ĕçлеме тивĕçлĕ условии туса парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, механизаторсене валли ятарлă çурт çĕкленĕ, ĕçлесе тарланă хыççăн чÿхенсе илме унта душ пÿлĕмне те вырнаçтарнă. Автотранспорта лартма, техникăна юсама та условисем туса панă. Сивĕ çĕрте ĕçлесе сывлăхне хавшатмаççĕ паян водительсемпе механизаторсем. Çакна валли ятарлă ангар çĕкленĕ, ăна вара хутса ăшăтмалла тунă. Пĕлтĕр, сăмахран, тĕрлĕ техникăна упрама бетон ангарсем çĕкленĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1086 тăваткал метрпа танлашать.

«Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансене ĕçре хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине те пысăк вырăн уйăраççĕ. Асăннă енĕпе ĕçлекен специалист Вениамин Миронов пĕлтернĕ тăрăх, ĕç сыхлавĕпе, техника хăрушсăрлăхĕ çине пĕлтĕр кăна пĕр миллиона яхăн тенкĕ тăкакланă. Ку тĕлĕшпе çулсеренех механизаторсемпе водительсене вĕрентессипе тимлеççĕ. Ĕçленине, тăрăшнине кура вара тивĕçлĕ шалу тÿлеççĕ. 2021 çул кăтартăвĕсемпе ĕç укçи вăтамран 37936 тенкĕпе танлашнă.

Урамра март уйăхĕ çеç-ха, хĕлпе çуркунне хушшинче тавлашу пырать темелле. Чăвашсурăмсем вара çине тăрса çуракине хатĕрленессипе ĕçлеççĕ. «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Сергей Майоров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вĕсем 830 гектар çĕр çинче ака-суха ĕçĕсене ирттерме палăртаççĕ. Асăннă лаптăкран 202 гектарне кукуруз йышăнĕ те. Çур аки ирттерме пилĕк агрегатпа усă курма палăртнă. Çунтармалли-сĕрмелли тата им-çама çителĕклех янтăланă. Халĕ механизаторсем тепĕр хут кăкарса çÿремелли ял хуçалăх техникине тĕрĕслесе тухаççĕ, тракторсене черетлĕ техника тĕрĕслевне хатĕрлеççĕ. Сергей Соколикович палăртнă тăрăх, çанталăк парсан çураки ĕçсене палăртнă вăхăтрах пахалăхлă ирттерме майсем пур.

 Константин МАЙОРОВ,

патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ.   



АУ «Редакция Аликовской районной газеты «Пурнăç çулĕпе» («По жизненному пути») Мининформполитики Чувашии
15 марта 2022
15:55
Поделиться
;