Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техника шанчăклă пулсан ĕçре те усĕмсем куран

Техника шанчăклă пулсан ĕçре те усĕмсем куран

Нумаях пулмасть асăннă  хуçалăхра техника тĕрĕслевĕ иртрĕ, механизаторсем пурте тенĕ пекех ăна тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Тракторсемпе пĕрлех прицепсене те сăрланă, тĕплĕн юсаса хатĕрленĕ. Механизаторсем хушшинче «техосмотр çулталăкра пĕрре çеç иртет пулсан, пирĕн вăл тракторпа кашни кун ĕçлемелле», «комисси килсе тĕрĕслени хамăршăнах усăллă» тесе калаçкаланине илтсен кунти ĕçченсен ăнланулăх пулни палăрать. Кооперативри 13 трактор, куллен усă куракан 10 прицеп тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕç. Халĕ вара кăкарса ĕçлемелли агрегатсене хире тухма хатĕрлес енĕпе ĕçсене малалла тăсаççĕ.

Кĕске канашлура калаçу ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕ пирки пулчĕ. Патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инженерĕ С.Н.Кокарев ĕçре техника çинчи пĕчĕк кăлтăксем те, хăрушсăрлăхăн ансат йĕркисене пăхăнманни те пысăк инкек патне илсе пыма пултарнине аса илтерчĕ. Çак шухăшсенех хуçалăхăн тĕп инженерĕ Э.Н.Карпов та палăртрĕ. «Кооператив ертӳлĕхĕ сире ĕçлеме пур услови те туса пама тăрăшĕ. Кĕçех столовăй ĕçлеме пуçлĕ. Механизаторсене ĕç тумтирĕпе тивĕçтерĕпĕр. Ака-суха ĕçĕнче кăткăс ыйту сиксе тухсан çийĕнчех ăна татса пама май тупăпăр», — палăртрĕ  Александр Николаевич. Кăçалхи çуракинче ял хуçалăх кооперативĕнчи çĕрĕçченĕсен пурĕ 300 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăвармалла. Пăрçа йышши тенĕрен, районти чылай хуçалăх ку культурăна акса тума пăрахнă. «Асаново» хуçалăхра вара ăна иртнĕ çул та 50 гектар çинче çитĕнтернĕ, кăçал та çавăн чухлех акасшăн. «Ăна сутмастпăр, хамăр хуçалăхра усса кĕртетпĕр. Пăрçа тутлăхлă япаласемпе пуян пулнă май выльăхсемшĕн паха апат. Унпа тырă сенажĕ хатĕрленĕ çĕрте усă куратпăр, çакă ун пахалăхне чылай лайăхлатма май парать. Ку культура çĕр пулăхлăхĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал пăрçан çĕнĕ «Шеврон» сортне туянтăмăр», — каласа парать Александр Николаевич. Хуçалăх ытти тырăсен вăрлăхĕсене те элита сортсемпе лайăхлатса пыма тăрăшать. Кооператив ака ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ таран илсе килнĕ. Пĕлтĕр хуçалăх хирсене тислĕк кăларнă пулсан та минераллă удобренисемсĕр те май килмест. Вĕсене 120 тонна туяннă. Машинăпа трактор паркне çĕнĕ техникăпа та пуянлатса пыма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр выльăх апачĕ хатĕрлемелли «Дон-680» комбайн, кăкарса ĕçлемелли ытти техника туяннă.

Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăх çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме хатĕрленсе çитнĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ хирсенче ĕç шавĕ пуçланĕ. Иртнĕ çул кооператив çанталăк условисене пăхмасăр уй-хиртен  япăх мар тухăç илнĕ. Кăçал та кунти ĕçченсем тăрăшуллă пуласси пирки иккĕленӳ çук.

Ю.Гаврилов.



14 апреля 2022
16:05
Поделиться