Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме шикленмест фермер
Иртнĕ кунсенче кăнтăр апачĕ тĕлĕнче Кивуй тăрăхĕнче пулма тÿр килчĕ. Кунти çĕр лаптăкĕсемпе Сергей Волков хресчен-фермер усă курни кăмăла çĕклет. Авă, пĕр çул айккинче купăста пысăк лаптăк йышăнать пулсан, тепĕр уйра тыр-пулă ÿсни палăрать. Ку уйра вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ. Юнашар уйра вара шурăпа симĕс тĕслĕрех уй-хир карапĕ урпа вырассипе юлашки çаврăмсене тăвать.
Сергей Волков та комбайн штурвалĕ умĕнче
Тыр-пула çапса тĕшĕлекен çĕнĕ йышши «Claas Tucano» хăватлă комбайна Элĕк районĕнчи ытти пĕр хуçалăхра та курманран малтанах унăн ĕçне сăнатпăр. Техника тырă пуссинче чăн-чăн карап пекех пĕр тикĕссĕн шăвать, вăл вĕтетсе кăларакан улăм хылчăкĕ шыв хумĕсем пек аяккалла сапаланать. Тин çеç çапса тĕшĕленĕ сап-сарă тырă юнашар пыракан «Джон Дир» трактор çине тиенет. Кĕçех «хурçă утăн» ятарлă прицепĕ тулать те, техника ана хĕрринче ларакан «Газ-53» автомашинăсем патне çул тытать. Пысăк пахалăхлă тырра вĕсен прицепĕ çине пушатать. Тиевлĕ транспорт вара ăна базăна илсе çитерет те. Çак самантра комбайн бункерĕ каллех тырăпа тулма ĕлкĕрет. Çавна май Антон Яковлев механизатор вăхăта тăсмасăр комбайн патне васкать. Пĕр самантлăха та «уй-хир карапĕ» чарăнмасть, çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă кураççĕ хресчен-фермер хуçалăхĕнче.
Меллĕ самантпа усă курса кăнтăр апатне çиекен Петр Вишневский инженерпа калаçатăп. Мĕншĕн машинăсем хăйсем комбайн хыççăн пыманнипе интересленетĕп. Специалист палăртнă тăрăх, ку пĕтĕмпех транспорт кальлĕ-мальлĕ хутласа çĕре таптаса хытарасран асăрхаттарассипе çыхăннă иккен. Темĕн сарлакăш урапаллă «Джон Дир» трактор йĕр хăвармасть тырă ани çинче. Комбайнăн малти ураписем гусеницăллă, кайрисем сарлака пулнăран çав териех çул тусах ямаççĕ ана çинче.
Мĕншĕн Кивуйсем ана тăрăх машина-тракторпа чупманни тепĕр сăлтавпа та çыхăннă. Сергей Волков фермер тыр-пул туса илес ĕçре çĕнĕлĕхе те пурнăçа кĕртсе пырать-ха. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес тесе анана сухаламасăрах тырă-пулă акать. Çакна пула тырă тухăçĕ пĕчĕкрех тесе ан шутлăр тата. Сăмахран, урпа тухăçĕ гектартан 50 центнерпа танлашнă, ытти культурăсен те тухăçĕ пĕчĕк мар.
Тепĕр саманта та асăнса хăвармалла, комбайнер кăнтăрлахи е каçхи апат тунă чухне те хăватлă техника канмасть. Ку чухне комбайн штурвалĕ умне фермер хуçалăх ертÿçи Сергей Волков хăй ларать. Çапла майпа комбайнера васкамасăр апатланма тата сывлăш çавăрса илме май парать. Кун пек майпа ĕçе йĕркелени ĕç тухăçлăхне те ÿстерет, ĕçлекен мĕнле условисенче тăрăшнине ертÿçĕ хăйĕн çинче тĕрĕслесе пăхать.
- «Claas Tucano» хăватлă комбайна иртнĕ çул туяннăччĕ. Выр- ма ĕçĕсене унпа пурнăçларăмăр. Ун чухне малти кустăрмасем те ахальлисемччĕ. Çавăнпа та тырă вырнă чухне уйсенчи çĕрсем тикĕс пулманран унпа ĕçленĕ чухне питех те силлетчĕ, çакă вара хăвăртах ывăнтаратчĕ. Çакна комбайн çинче хам ĕçлесе курсан ăнлантăм. Çавăнпа та специалистсемпе калаçса кăçалхи вырма валли гусеницăллă урапасем туянтăмăр. Кунпа çÿреме вара чăнах та меллĕ, - палăртать Сергей Петрович.
Тепĕр саманта та асăнса хăварас килет, пĕр-пĕр ĕçе хутшăнакан водитель-механизатор кунта кĕтменлĕх сиксе тухсан пĕр-пĕринпе кĕсье телефонĕпе çыхăнмаççĕ, çакна валли ятарласа кашни машина çине раци вырнаçтарнă.
Кивуй тăрăх Дрон та вĕçет
Кĕçех эпир те сап-сарă тырра тиенĕ автотранспорт хыççăн базăна çитетпĕр. Кунта та ĕç вĕресе кăна тăрать. Акă, С. Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăçал тырра аласа типĕтмелли ятарлă комплекс тума пуçланă. Ĕçĕн пĕр пайне пурнăçланă та ĕнтĕ, çитес çулхи вырма ĕçĕсене валли пĕтĕмĕшле хута яма палăртаççĕ те ăна.
Çуркунне купăста калчисем йышăннă теплицăсем те тепĕр çулччен усăсăр янраса лармаççĕ. Вĕсемпе те тухăçлă усă кураççĕ. Темĕн вăрăмăш теплицăсем малтанлăха тырă аламалли вырăнсем пулса тăраççĕ пулсан, каярахпа вара - тырă упрамалли пÿлмесем. Çакна валли пĕтĕмпех бетонласа хытарнă кунта. Кунпа çеç çырлахман-ха, çиелтен ăна якатса тухнă та пĕр-пĕр чаплă плитка хунăнах туйăнать. Таса та тирпейлĕ кунта, урай вараланасран кулленех çуса тăраççĕ тейĕн.
Хресчен-фермер хуçалăхĕнче тепĕр самант та тĕлĕнтерчĕ. Тыр-пула ытти ял хуçалăх предприятийĕнчи пек бетонласа хытарнă урайне хумаççĕ. Темĕн пысăкăш михĕсенче вĕсем. Унччен удобрени илсе килнĕ пĕр миххе те пăрахмаççĕ, вĕсемпе усă кураççĕ те. Сергей Волков тыр-пулпа пĕрлех техника культурисене те акса ÿстерет. Сăмахран, кунта рапс та, йĕтĕн те пысăк лаптăксем йышăнаççĕ, соя та акнă. Рапса вырса кĕртнĕ пулсан, йĕтĕне купăста касма тухиччен çапса тĕшĕлесшĕн. Кăçалхи çанталăк ку культурăна вăхăтра пиçсе çитме ура хунă иккен, малтанах çумăр çуса тăни, каярахпа типĕ пулни ăна пиçсе çитме май паман та. Çавăнпа та кăштах тăхтама тивет халĕ çĕр ĕçченĕн.
Сергей Волков фермер хуçалăхĕнче ку çеç мар-ха çĕнни. Кăçалтан кунта çум курăкран, хурт-кăпшанкăран сирпĕтме икĕ «Дрон» туяннă. Вĕсемпе ытларах купăста ÿстернĕ чухне усă курнă, хурт-кăпшанкăран унпа усă курса сирпĕтнĕ. Ку енĕпе вара ятарласа виçĕ çынна вĕрентсе кăларнă. Петр Вишневский инженер, Алексей Тимофеевпа Артур Яковлев çамрăк механизаторсем Краснодар тăрăхне кайса вĕренсе килнĕ.
- Дрон валли малтанах ятарлă маршрут хатĕрлемелле, мĕнле лаптăк çинче ĕçе пурнăçламаллине кăтартмалла. Хыççăн вара кнопка çине пусса çеç лармалла, - куларах палăртать Алексей Тимофеев çамрăк. Кун пекех çăмăл мар иккен. Компьютера лайăх ăнланмалла, техникăна чухламалла - çаксем чи пĕлтерĕшлисем.
Асăннă фермер хуçалăхĕнче ĕçлеме мĕнпур услови пур. Столовăй ĕçлет. Хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче кăнтăрлахи те, каçхи те çитереççĕ ĕçлекенсене. Аякран ĕçлеме килсе çÿрекенсен те ирĕн-каçăн çул çинче вăхăта ирттермелле мар. Вĕсене валли общежити тунă. Ĕç хыççăн çăвăнса тасалма та условисем, вĕри те, сивĕ шыв та пур, япала çумалли машина та лартнă.
Ан ÿркен çеç тăрăшма. Анчах та ял çынни наянланса пыни сисĕнет юлашки вăхăтра. Çакна вара чылай ял хуçалăх предприяти ертÿçи палăртать. Сергей Волковăн мăшăрĕ те, Галина Петровна, çу кунĕсенче хуçалăхра ĕç алли çитменнине пĕлтерчĕ. Купăста çумлама тухакансем вырăнта çук. Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен транспортпа турттараççĕ. Кивуй, Мăн Этмен тата Ямаш ялĕсенчен сахал хутшăнаççĕ иккен ĕçе. Çитес тапхăрта Сергей Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче купăстан кĕрхи сорчĕсене касма пуçлаççĕ. Кăçал çак çимĕç 60 гектар йышăннă. Ир пулакан сортсене маларахах каснă. Галина Петровна каланă тăрăх, тухăç япăхах мар. Мĕншĕн тесен мĕнпур лаптăка шăрăх кунсенче ятарлă агрегатпа шăварсах тăнă.
«Лайăх пурăнатпăр. Нăйкăшма вăхăт çук»
Çак кунсенче С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх техника надзорĕн начальникĕ Владимир Димитриев та пулчĕ. Унпа пĕрле ĕç-хĕлпе районти патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ Константин Майоровпа, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров та паллашрĕç. Кунта техникăна регистрацилес, хĕле упрама хатĕрлес, механизаторсемпе водительсем хушшинче хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен ăнлантару ирттерессипе мĕнле ĕçлесе пынипе кăсăкланчĕç. Фермер хуçалăхĕ çулсеренех çĕнĕ техника туянни, вĕсен ĕмĕрне тăсас тĕлĕшпе лайăх упранма лартни тĕлĕнтерчĕ Владимир Павловича.
- Мĕнле ĕçлесе пурăнатăр? Йывăрлăхсем ура хумаççĕ-и? - кăсăкланчĕ республикăри Патшалăх техника надзорĕн начальникĕ.
- Лайăхах пурăнатпăр, - çирĕппĕнех хуравларĕ Галина Волкова. Владимир Димитриевшăн ку хурав та кĕтменлĕхех пулчĕ. - Мĕнле пурăнасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Килтен ĕçе кăмăлсăр килсен, ĕçлекенсемпе хăр-хар пулсан ĕç ăçтан ăнтăр. Яланах йăл кулăпа çÿремелле, ĕçлекенсемпе те кăмăлтан калаçмалла. Хамăр çине çеç шанмалла, аякран килсе пулăшасса кĕтни вырăнсăр, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ хресчен-фермер хуçалăх ертÿçин мăшăрĕ. Кунта вара тĕрĕслĕхĕ пурах-тăр. Чун-чĕреллĕ пулнишĕн, çынлăх туйăмне çухатманшăн хисеплеççĕ те Волковсене ĕçлекенсем.
Фермер хуçалăхĕн ертÿçисене вара пăшăрхантараканни те пур. Механизаторсене, уйрăмах çамрăккисене, ĕçе илме хатĕр вĕсем. Çак тĕллевпех ĕнтĕ автомашина паркне хальхи самана ыйтнă пек хăватлă çĕнĕ техникăпа пуянлатаççĕ. Паянхи яшсене «Беларусь» тракторпа илĕртейместĕн иккен. «Джон Дир», «Кировец» пеккисем çинче ĕçлесшĕн вĕсем. Хальлĕхе кунта опытлă механизаторсемпе пĕрле Антон Яковлевпа Алексей Тимофеев çамрăксем тăрăшса ĕçлеççĕ. Шанса панине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран хисепе тивĕçнисем хушшинче вĕсем.
Çавăн пекех çак маларах асăннă ĕçлĕ ушкăн «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче те пулчĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.