Çуракие хатĕр
Хĕвел çӳлелле те çӳлелле хăпарать. Апла пулсан акана тухмалли вăхăт та çитрĕ. Чăваш Енре ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хуçалăхсенче техника тĕрĕслевĕ пуçланчĕ. Вăл уйăха тăсăлать. Хуçалăхсем çуракие хатĕр-и? Техника юсавлă-и? Çакăн пирки Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче каласа кăтартрĕ.
Республикăри патшалăх технадзор инспекцийĕнче кăçал 26873 единица хăй тĕллĕн çӳрекен техника тата вĕсем çине кăкаракан урапа шута илнĕ. Вĕсенчен 20 проценчĕ – ял хуçалăхĕнче усă кураканни. Çураки пуçланиччен хурçă утсем тĕрĕслев витĕр тухаççĕ.
ВЛАДИМИР ДИМИТРИЕВ: «Уйăх пуçламăшĕнче çак тĕрĕслевсем пуçланнă, паянхи кун вĕсем пыраççĕ. Уй ĕçĕсем паян пуçланнă. 27-30 единица таран уйра паян тракторсем ĕçлеççе. 985 единици вăл техосмотр тунă. Пĕтĕмпе 4150 единица çуракинче хутшăнмалла кăçалхи, вĕсенчен 25 проценчĕ тĕрĕслев витĕр тухнă».
Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине кăтартакан свидетельство, акт – ку кирлĕ хутсене çĕр çинче ĕçлекенсем кĕске вăхăтра илме тăрăшаççĕ. Хурçă утсен паркĕ çĕнĕ пулни те çак ыйтăва çăмăллăнах уçăмлатма май парать.
ВЛАДИМИР ДИМИТРИЕВ: «Пирĕн 20 процент техника халь пĕтĕм шутран 20 проценчĕ 3 çултан çамрăкраххи. Çак цифра вăл 5 çул каялла анчахчĕ 5-6 проценччĕ. Халь 20 процент пулсан практически петĕм ĕçĕ çĕнĕ техникăпа пулса пырать. Паллах, нумай çулла траркторсем те пур. Пăхса тăрсан вĕсем те ĕçлеççĕ. Тĕрĕслевсенече курăнать. Механизаторсем лайăх кăмăлпа ĕçлеме тухаççĕ».
Комсомольски, Вăрнар, Шупашкар, тăрăхĕсенчи хуçалăхсем техника паркне çĕнетсех пыраççĕ. Куславккасемпе пăрачкавсемшĕн ку çивĕч ыйту. Çуракие хутшăнакан техникăна инспекторсем ака уйăхĕн вĕçечченех тĕрĕслĕç.